| 4207 | Чун панчи тӑваншӑн хускалман нухрат хускалнӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4208 | Чун патӗнчи ҫын чуна илет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4209 | Чун пек пурнакан чуна илнӗ тет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4210 | Чун пӗрре, ӗмӗт ҫӗр те пӗрре. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4212 | Чун пулсан чул хушшинче те тырӑ пулать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4211 | Чун пулсан чул хушшинче те усрӑпӑр. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4213 | Чун пуррин ҫилли те пур. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4214 | Чун суранӗ часах тӳрленмест. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4215 | Чун ҫимӗҫрен мала. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4216 | Чун ҫумӗнче чул ан тыт. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4217 | Чун ҫуралса пӳ ӳссе мӑшӑрсӑр пурӑнма юрамасть | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4218 | Чун ҫуралса пӳ ӳссе пӗччен пурнӑҫ мӗн илем. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4219 | Чун татӑкӗ чул татӑкӗ мар. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4220 | Чун тени чул хушшинче выртмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4221 | Чун туртмасан пӗвер туртать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4222 | Чун туртнинчен иртме ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4223 | Чун хӗлӗхӗ ҫипрен ҫинҫе. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4224 | Чун хӗнекен мул тупать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4225 | Чуна витмесӗр куҫҫуль тухмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4226 | Чуна парса ӑшӑтсан чул та ӑшӑнать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4227 | Чуна парса ӗҫлесен чула та чун кӗрет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4228 | Чуна ҫывӑх этем чуна илӗ тет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4229 | Чуна татса йӗрекен чул куҫҫульне кӑларнӑ тет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4230 | Чуна уҫса калаҫма чуна ҫывӑх ҫын кирлӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4231 | Чуна хӗнемесӗр пурлӑх пухма ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4232 | Чуна чун туртать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4233 | Чунлӑ ҫын чула та чун кӗртет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4234 | Чунлӑ ҫын чулпа калаҫма та чӗлхе тупӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4235 | Чунна аскӑн хӗрарӑмсем хыҫҫӑн ан яр. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4236 | Чунна парӑн — чул тупӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4237 | Чунпа каланӑ сӑмах Турӑ умне ҫитнӗ тет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4238 | Чунпа калани чун патне ҫитнӗ тет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4239 | Чунсӑр ҫыннӑн юрату ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4240 | Чунсӑр этем чул татки. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4241 | Чунтан-вартан савса пӑхсан вар тӗпӗнни хура чул та хитрен курӑннӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4242 | Чуну ирхи сывлӑшран та таса пултӑр теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4243 | Чуну хушсан чул та кӑшлӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4244 | Чуну ырӑ пултӑр, чӗлхӳ ҫемҫе пултӑр теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4245 | Шуйхатнӑ чун часах лӑпланмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4246 | Ырӑ кӑмӑл аннере, ырӑ туйӑм чӗрере. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4247 | Этем чӗри ҫунса пӗтет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4248 | Этем чунӗ вилмест, ӳчӗ анчах вилет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4249 | Этем чунӗ ӗшне мар, ӑшне кӗрсе пӑхаймӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4250 | Этем чунӗ Турӑ аллинче, пӗвӗ патша аллинче. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4251 | Этем чунне хуйхӑ кӑшлать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4252 | Этем шавкӑнӗ час тӳрленмест пулӗ вӑл теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4253 | Этем шавкӑнӗ час тӳрленмест, Турӑ шавкӑнӗ час тӳрленет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4254 | Этемӗн чӗре пур, сисӗм пур теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4255 | Юншӑн юн, чуншӑн чун. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4256 | Япалан тулӗ тулӑ, ӑшӗ пулӑ теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |